«Хавал» чӑвашсен пуҫару ушкӑнӗ чӑвашла ҫыракан лавккасене халӑх ытларах ҫӳренипе ҫӳременнине пӗлесшӗн.
Тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче «Хавал» ушкӑн ыйтӑм ирттерет. Унта сӑмах «Пятёрочка» сеть пирки пырать.
«Пятёрочка» ҫӗнӗ лавккасенче вырӑнти чӗлхесемпе те ҫырма пуҫларӗҫ. Ҫав шутра чӑвашла та! Паллах ӗнтӗ чӑвашла ҫырни пӗлтерӗшлӗ, анчах та Сирӗн суйлава чӑваш чӗлхипе усӑ курни витӗм кӳрет-и? Эсир ытларах «Пятёрочкӑна» ҫӳреме пуҫларӑр-и?» — тесе ҫырнӑ «Хавал».
Чӑн та, Кӳкеҫре Совет урамӗн вӗҫӗнче уҫӑлнӑ лавккара та чӑвашла ҫырнӑ. Чӑвашра чӑвашла ҫырнишӗн, пӗр енчен, тӗлӗнмелле те мар-ха. Ҫапах та пурте апла туманран чӑвашла ҫырнисене курсан савӑнатпӑр.
Чӑвашла ҫырнӑ лавккасене «Хавал» ыйтӑмне хутшӑннӑ 24 ҫынран 10-шӗ ытларах ҫӳреме пуҫланине пӗлтернӗ. 8-шӗ ҫук тесе пӗлтернӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ятне чӑвашла ҫырса хунӑ. Ҫакна чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай асӑрханӑ, ҫавна сӑн ӳкерсе Чӑваш халӑх сайтне ярса панӑ.
Чӑвашлӑха упракан тата упрама тивӗҫ организацисен ячӗсене чӑвашла ҫырманни, шел те, тӗл пулать. Сӑмахран, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн, Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗн ячӗсене вырӑсла ҫеҫ ҫырнӑ тесе пӗлтерчӗҫ.
Халӑх шавӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн ятне чӑвашла та, вырӑсла та ҫырса хунине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: театр ҫуртне ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ятне малтанласа вырӑсла кӑна ҫырнӑччӗ. Ҫавна асӑрханисем тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенче кӑмӑлсӑрланма тытӑннӑччӗ. Каярах театр ятне икӗ чӗлхепе шӑрҫаласа хунӑччӗ.
Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Григорий Данилов республикӑн Правительство ҫуртӗнчи паянхи канашлу пирки Фейсбукра пӗлтернӗ. Унта пухӑннисем, вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, республика парламенчӗ ячӗпе Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ҫырупа тухасшӑн. Вӗсем чӑваш чӗлхине сыхласа хӑвармалли тата упрамалли патшалӑх программи хатӗрлеме сӗнесшӗн.
Халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн постӗнче Григорий Данилов ЮНЕСКО чӑваш чӗлхине пӗтекен чӗлхесен списокне кӗртнине аса илтернӗ.
Григорий Данилов депутат пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи канашлура МИХсен пӗр пайташӗ те пулман. «Патшалӑх Канашӗн аппарачӗ пӗлтермен-ши е ку темӑна хускатма ҫӳлтен хушман-ши?» — тесе пуҫ ватнӑ парламентари.
Чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн чӑваш парламентӗнчи фракцийӗ Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи сессийӗнче хускатнӑ.
Ӗҫ шыракансен «HeadHunter» сервисӗ пирӗн ҫӗршыв ҫыннисем вырӑс чӗлхисӗр пуҫне тата хӑш чӗлхене пӗлнине тишкернӗ. Чи анлӑ сарӑлнӑ чӗлхесен йышне тутар, пушкӑрт тата чӑваш чӗлхисем лекнӗ. Маларах эпир асӑннӑ сервис резюмесене тишкернӗ май ҫапла пӗтӗмлетнӗ.
Ӗҫпе тивӗҫтерекенсем ҫав вӑхӑтрах хӑш чӗлхене пӗлнине питӗ сайра чухне ыйтаҫҫӗ-мӗн. Кун пирки «HeadHunter Поволжье» (чӑв. HeadHunter Атӑлҫи) сервисӑн пресс-служба ертӳҫи Александра Севостьянова пӗлтернӗ.
«HeadHunter» специалисчӗсен пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, тутар чӗлхине пӗлнине резюме авторӗсенчен 0,6 проценчӗ кӑтартать, пушкӑрт чӗлхине — 0,09%, чӑваш чӗлхине — 0,02%. Ҫапла вара чӑваш чӗлхи виҫҫӗмӗш йӗрке йышӑннӑ.
«HeadHunter» вырнаҫтарнӑ вакансисенчен 500-е яхӑнӗнче тутар чӗлхи пӗлмеллине кӑтартнӑ, 40 вакансире — пушкӑрт чӗлхине, 15-ре — чӑваш чӗлхине.
«Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн» черетлӗ ӗҫ уйӑхӗ иртрӗ, ҫавна май пӗтӗмлетӳсем тума вӑхӑт ҫитрӗ. Чӑваш чӗлхи Яндекс.Тӑлмача хушӑнчӗ пулин те ку лабораторие ӗҫсӗр ларма май памасть — машшин куҫарӑвӗн пахалӑхне ӳстерес тӗлӗшпе тем тесен те ӗҫлемелли пайтах-ха.
Иртнӗ уйӑха вӗҫленӗ май мӑшӑрсен йышӗ 304 177 таран ҫитрӗ. Ҫапла май эпир нарӑс уйӑхӗнче 300 пин урлӑ каҫрӑмӑр. Кӑрлач уйӑхӗнчипе танлаштарсан пурӗ 32 687 мӑшӑр хушӑнчӗ (кӑрлач уйӑхӗнче, сӑмах май, 32 335 мӑшӑрпа пуянлатайрӑмӑр). Малтанхи пек кашни уйӑхра 40-шар пин ӳсменнин сӑлтавӗ вара мӑшӑрлама йывӑр хайлавсем лекнинче: Семен Бабаевскийӗн «Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсемпе» «Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ» тата Михаил Бубенновӑн «Шурӑ хурӑн» кӗнекисене хӑй вӑхӑтӗнче самай улӑштарнине пула мӑшӑрлас ӗҫре кӑлтӑксем нумай сиксе тухаҫҫӗ. Вырӑсла текстсенче авторӗсем каярах нумай сыпӑка катертнине пула пирӗн вӗсене хамӑрӑн куҫарма тивет.
Хыпара кӑтартусен танлаштарӑвӗпе вӗҫлӗпӗр. Иртнӗ ҫулхи раштав, тата кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче пӗтӗмлетӗве хатӗрлеменнине пула танлаштару иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗпе пулӗ. Паянхи кун пирӗн корпусра 1 544 текст (+91), 348 343 пуплевӗш (+109 900), 3 921 640 сӑмах (+1 120 446).
«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи» чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш (предложени) мӑшӑрӗсен йышӗ 300 пин урлӑ каҫрӗ. Машшин куҫарӑвӗн пахалӑхне тивӗҫлӗ шая ҫитерме 1 миллиона яхӑн мӑшӑр кирлине шута илсен хальхи вӑхӑтра ку тӗллевӗн 30% тунӑ теме пулать.
Пирӗн «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи» ятлӑ чӑваш чӗлхи корпусӗнче халь 1541 текст шутланать. Вӗсенче пурӗ 344.6 пин пуплевӗш, 3.9 млн сӑмах. Хальхи вӑхӑтра текстсен ытларах пайӗ прозӑллӑ хайлавсенчен тӑрать (пӗтӗм калӑпӑшран 67,2%). Ҫавӑн пекех тӗн литератури (16,5%), хаҫат-журнал статйисем (9.6%), саккунсем (1.5%), интервью (1,4%) тӗссен калӑпӑшӗ пӗчӗкех мар. Хыпарсен тексчӗсем чылай пулин те вӗсен калӑпӑшӗ вӑтамран илсен пысӑках маррине кура пӗтӗмӗшле калӑпӑшра вӗсем 0.9% ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ.
Сӑмах май, 100 пин мӑшӑра эпир иртнӗ ҫулхи авӑн уйӑхӗнче тусаччӗ, 150 пин мӑшӑр урлӑ юпа уйӑхӗнче каҫрӑмӑр, 200 пине — раштав уйӑхӗнче турӑмӑр, 250 пин урлӑ иртнӗ уйӑхра, кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче каҫрӑмӑр.
Аса илтеретпӗр, ыран, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, Яндекс.Тӑлмача чӑваш чӗлхи хушӑннине хӑтлӑпӑр! Вӑл 11 сехетре Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнчи 1-мӗш хутри акт залӗнче пуҫланӗ. Хӑтлава ӑслӑлӑх, вӗренӳ, культура, хаҫат-журнал ӗҫченӗсене, общество хастарӗсене, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн ыйтӑвӗсемпе кӑсӑкланакансене йыхравлатпӑр.
2020 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Яндекс.Тӑлмач сервиса чӑваш чӗлхине кӗртнине халалласа «Чӑваш чӗлхи — тӗнче уҫҫи» хӑтлав иртӗ. Хӑтлав Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗн 1-мӗш хутри акт залӗнче пулӗ, пуҫламӑшӗ — 11 сехетре.
Хӑтлава ӑслӑлӑх, вӗренӳ, культура, хаҫат-журнал ӗҫченӗсене, общество хастарӗсене, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн ыйтӑвӗсемпе кӑсӑкланакансене йыхравлатпӑр. Наци вулавӑшӗн адресӗ: Шупашкар, Ленин проспекчӗ, 15 ҫурт.
Пӗлме: Яндекс.Тӑлмачра чӑваш чӗлхине нарӑсӑн 1-мӗшӗнче хушнӑ. Ку ӗҫе пурнӑҫлама «Яндекс» компанин куҫару пайӗ, «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» ушкӑн, Чӑваш Республикин наци библиотеки, Чӑваш Республикин цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви, «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ тата ыттисем хутшӑннӑ. Яндекс.Тӑлмач урлӑ хальхи вӑхӑтра чӑвашларан 100 яхӑн чӗлхене куҫарма пулать, ҫӗре яхӑн чӗлхерен — чӑвашла.
«Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн» ушкӑнне кӗрекенсем: Николай Плотников, Александр Антонов, Светлана Трофимова, Алина Иванова, Эрбина Портнова, Оксана Антонова тата ытти пулӑшуҫӑсем.
«Хальхи вӑхӑтра пирӗн хамӑр тӑван чӗлхене нихӑҫанхи пек те мар хакламалла, ҫавӑн пекех пирӗн чӗлхе тӗрлӗлӗхшӗн кар тӑмалла, мӗншӗн тесен нумай енлӗх, кӑткӑслӑх кирек мӗнле тытӑм чӗрӗлӗхӗн тӗп факторӗ пулса тӑрать!
Атьӑр хамӑр чӗлхесемпе куллен усӑ курар та тӑван чӗлхесен прависемшӗн ҫирӗп тӑрар!», —тесе ҫырнӑ чӑвашсен «Хавал» пуҫарулӑх ушкӑнӗ «Контактра».
«Тӑван чӗлхе пӗлтерӗшӗ ҫинчен питӗ нумай калаҫма пулать. Ҫавра сӗтелсем ирттерсен те, нарӑс тата ака уйӑхӗнчи культура талккӑшӗнче студентсемпе учреждени ӗҫченӗсене хӑваласа ярсан та, вӗсене сӑвӑ вулаттарсан та е хӗрӳллӗ сӑмах калаттарсан та.... Эпир тӑван чӗлхепе усӑ курмасан, ҫыру ҫырмасан, вуламасан, кашни кун май килнӗ таран калаҫмасан, чӑвашла ача-пӑча сачӗсем, шкулсем уҫмасан, культурӑпа ӑслӑлӑх тата популярлӑ пулӑмсем йӗркелесе ирттермесен, тӑван чӗлхене хисепленине кӑтармасан пире ни хисеплемӗҫ, ни хамӑр чӗлхемӗре упраса хӑвараймӑпӑр», — шухӑшлать «Хавал».
«Пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунӗ тӗлне ҫулсерен конкурс ирттереҫҫӗ. Кӑҫал унта 11 номинацие тӗрлӗ чӗлхеллӗ 299 ӗҫ тӑратнӑ», — тесе пӗлтернӗ Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи шкул вӗрентекенӗ Алина Николаева «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче.
«Несӗлсен чӗлхине вӗрентекен» конкурса «Хӑй ҫырнӑ сӑвӑ» («Авторский стих») номинацие чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Алина Михайловна та хутшӑннӑ. А.М. Николаева хӑй ҫырнӑ «Чӑвашлах пуплесчӗ» сӑввипе тутар, дагестан, ингуш, калмӑк, чечен тата ытти чӗлхесемлӗ сӑвӑсем хушшинче 1 вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Конкурса хутшӑнма пулӑшнӑшӑн вӑл Шупашкар районӗнчи чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсен канашӗн ертӳҫине Евгений Майкова тата Виктор Чугарова тав самахӗ калать.
Трак шкулӗнче районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен черетлӗ методика ларӑвӗ иртрӗ.
«Тӑван чӗлхене рефрен майӗпе вӗрентесси» ятпа иртнӗ мероприятие районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем, вырӑнти общество хастарӗсем тата Чӑваш наци конгресӗн элчисем килсе ҫитрӗҫ: Наци конгресӗн Вӗренӳ комитечӗн ертӳҫи, Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Г.Л. Никифоров, Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ А.В. Ишова (Шупашкар районӗ, Тутаркасси), Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Т.Н. Петрова (Ҫӗрпӳ районӗ, Опытнӑй). Инҫетрен килнӗ хӑнасем Трак шкулӗн вӗрентекенӗсем (Ю.Е. Кузьмина, И.М. Федорова, И.А. Павлова) хатӗрленӗ уҫӑ уроксене пӑхрӗҫ. Чӑваш наци конгресӗн представителӗсем ҫавӑн пекех ӳнерпе технологи учителӗ Н.В. Кривошеев йӗркеленӗ ачасен ал ӗҫӗсен куравӗпе киленчӗҫ, шкулти этнопедагогикӑпа этнографи музейӗсене кӗрсе курчӗҫ.
Тӗлпулӑвӑн класс тулашӗнчи ӗҫсен пайӗ акт залӗнче иртрӗ. Трак вӑтам шкулӗн ачисем «Кӗрлерӗ вӑрҫӑ, ҫунчӗ ҫӗр!» уҫӑ мероприяти кӑтартрӗҫ, сӑвӑсем каласа, юрӑсем шӑрантарса пурин чӗрисене те тыткӑнларӗҫ. Юлашкинчен ларусен пӳлӗмӗнче «Хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхине паха шайра вӗрентесси» тема тавра ҫавра сӗтел ирттерчӗҫ, тӗлпулӑва килнисем хумхантаракан ыйтусем ҫӗклерӗҫ, пӗр-пӗринпе канашларӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |